From Wikipedia, the free encyclopedia
Пётр Леонидович Капица — (08.07.1894, Кронштадт, Санкт-Петербург кĕперни, Раççей империйĕ — 08.04.1984, Мускав, РСФСР, ССРП) физикĕ, академик, Нобель парни лауреачĕ.
Пётр Леонидович Капица | ||||||||||||||||||||
Пётр Леонидович Капица, 1964-мĕш çул | ||||||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт: | 1894, утă, 8 | |||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Кронштадт, Санкт-Петербург кĕпĕрни, Раççей империйĕ | |||||||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт: | 1984, ака, 8 | |||||||||||||||||||
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РСФСР, ССРП | |||||||||||||||||||
Патшалăх: | ||||||||||||||||||||
Ăслăх сфери: | физика | |||||||||||||||||||
Ăсчах хисепĕ: | ССРП ĂА академикĕ | |||||||||||||||||||
Альма-матер: | Петербург политехника институчĕ | |||||||||||||||||||
Ăслăх ертӳçи: | А. Ф. Иоффе, Э. Резерфорд | |||||||||||||||||||
Паллă вĕренекенсем: | Александр Шальников,Николай Алексеевский | |||||||||||||||||||
Чыславсемпе парнесем |
|
Физика проблемисен институчĕ йĕркелекене тата пĕрремĕш директорĕ. Мускав физика тата техника институтне никеслекенсенчен пĕрhри.
Питĕ пĕчĕк температурасене тĕпченипе палăрнă. Пысăк калăпăшлă газсене шĕвеклетмелли установка шутласа каларса ĕçе кĕртнĕ (турбодетандер). Шĕвек гелин чарусăр юхнине тупнипе паллă. Унсĕр пуçне питĕ вăйлă магнит уйĕсене тата пысăк температурăллă плазмăна вырăнта тытса тăрассине тĕпченĕ.
1921-1934-мĕш çулсенче Лондонта Резерфорд лабораторинче ĕçленĕ. 1934-мĕш çулта Совет Союзне таврăнсан ăна Лондона каялла кăларса яман.
Капица Евроăри усламçăсене канашсем пани Мускаври пуçлахсене канăç паман. Владимир Есаков каланипе 1934-мĕш çулчченех Капмицăпа çыхăннă план пулнă, Сталин план çинчен пĕлнĕ. 1934-мĕш çулхи çурлапа юпа уйăхĕсем хушшинче ăсчаха СССРТа хăвармалли çинчен калакан Л. М. Каганович алă пуснă темиçе Политбюро йышăнăвĕ тухнă Шаблон:Sfn-1 Юлашки резолюци çапла пулнă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Исходя из соображений, что Капица оказывает значительные услуги англичанам, информируя их о положении в науке СССР, а также и то, что он оказывает английским фирмам, в том числе военным, крупнейшие услуги, продавая им свои патенты и работая по их заказам, запретить П. Л. Капице выезд из СССР.— [1]
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.