Remove ads
From Wikipedia, the free encyclopedia
Йемен (арап. اليمن) — Арави çурутравĕнче вырнаçнă патшалăх. Патшалăх чикки Оманпа Сауд Аравийĕ патшалăхĕсемпе юнашар иртет. Çыранĕсем Хĕрлĕ тата Арави тинĕсĕ хĕррине тухаççĕ.
الجمهوريّة اليمنية Йемен Республики | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | арап чĕлхи | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Сана | ||||
Чи пысăк хула | Сана | ||||
Президент | Али Абдулла Салех | ||||
Премьер-министр | Абдель Кадер Баджамаль | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
48 вырăнта 527 970 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2005) - Йышлăхĕ |
51 вырăнта 20 727 063 39/км² | ||||
Валюта ячĕ | Йемен реалĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +3 пуçласа +3 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | «Пĕрлешнĕ Республика» | ||||
Тетел доменĕ | .ye | ||||
Тел. префиксĕ | +967 |
Тĕп статья: Йемен историйĕ
Йемен тăрăхĕнче çынсем сĕм авалтан пурăннă. Ку çĕрсене авалхи патшалăхсенчен çаксем йышăннă: Катабан, Хадрамаут, Маин, Сабей, Химьяр. IV ĕмĕрте кунти пур çĕрсене те хамьярсем çавăрса илнĕ. Вăл ĕмĕр вĕçĕнчех вĕсем иудаизм тĕнне йышăннă. VI ĕмĕр пуçламăшĕнче Эфиопи сĕмĕ çапнă, çавна май кунта вăхăтлăха христианлăх тĕнĕ сарăлнă. VI ĕмĕр вĕçĕнче ку çĕрсене сисанидсем тытса илнĕ.
1918 çулта Çурçĕр Йемен Осман империйĕнчен ирĕке тухнă. 1967 çулта Кăнтăр пайĕ те Британи протекторатне (1839 çултанпа пăхăнса пынă) пăхăнма пăрахнă. Кун хыççăн виçĕ çул иртсен Кăнтăр Йемен правительстви СССР аталанăвĕн çулĕ çине тăма шут тытнă. Ку вăрçă патне илсе çитернĕ — вăрçă çирĕм çул хушши тăсăлнă. 1990 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче икĕ патшалăх пĕрлешнĕ, Йемен республики пулса тăнă.
1994 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Йемен халăх демократиллĕ Республикин (ЙХДР) ертӳçисем патшалăхăн кăнтăр енче никама пăхăнман Йемен демократиллĕ республикине туса хуни пирки пĕлтернĕ. 1994 çулхи утă уйăхĕ тĕлне çурçĕр енчи çарсем вĕсен пăлхавне чарса хунă.
Йемен 21 кĕперне çине пайланать.
Çурçĕр-хĕвелтухăç пайĕ — чуллă пушхир. Çулĕ-çулĕпе кунта çумăр çумасăр пултарать. Çыран хĕррине уйăракан тусенче кашни хĕлле вăйлă çумăрсем çăваççĕ. Айлăмсенче çĕрĕçченсем хлопок, тĕрлĕ çимĕçсем лартса ӳстереççĕ.
1980-мĕш çулсенче Йеменра нефть тупнă. Ун хыççăн вăл патшалăх тупăшĕн пусăк пайне йышăнма пуçланă. Йемента çурт-йĕр те самай хăпартаççĕ. Çапах та халăх вырăнта ĕç тупаймасть — чикĕ леш енне ĕçлеме каяççĕ.
Халăхăн ытларах пайĕ йемен арапĕсем. Çурçĕр-хĕвелттухăçра мехрисем пурăнаççĕ. Соктра ятлă утрав çинче сокоторисем пур.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.