From Wikipedia, the free encyclopedia
Инçет Тухăç чукун çулĕ Хабар, Тинĕсçум енĕсен, Якути, Амур облаçĕн, Еврей автономи облаçĕн территорипе пырать. Çул управленийĕ Хабаровск хулинче.
Инçет Тухăç чукун çулĕ | |
Тулли ячĕ: | Инçет Тухăç чукун çулĕ |
---|---|
Ӗç çулĕсем: | 1936 |
Патшалăх: | Раççей |
Управлени хули: | Хабаровск |
Статус: | ĕçлекен |
Пăхăнăвĕ: | УАО «РЧÇ» |
Телеграф кодĕ: | ДВост |
Хисеп кодĕ: | 96 |
Тасăлăвĕ: | 5990,6 км [1] |
Çулăн веб-сайчĕ | |
Çул Байкал лешьен чукун çулĕпе (Архара, Штурм чарăнусемпе), Тухăç-Çĕпĕр чукун çулĕпе (Хани чарăнăвĕпе), Китай чукун çӳлĕсемпе (Рассыпная Падь) тата КХДР (Хасан чарăнăвĕ) чикĕ тытать. XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çул шутне малтан Байкал-Амур магистралĕнче (БАМ) пулнă тухăç пайĕ кĕрет.
Çул шутне Владивосток, Хабаровск, Комсомольск, Тында уйрăмĕсем кĕреççĕ. Çулăн паллă çыхă чарăнăвĕсем: Хабаровск-2, Известковая, Биробиджан, Волочаевка-2, Комсомольск-Амур-çинчи, Совет Гаванĕ, Сибирцево, Уссурийск, Барановский, Угловая, Çĕнĕ Ургал, Тында, çаплах порт çумĕнчи пысăк чарăнусем: Владивосток, Находка, Находка Восточная, Ванино.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.