From Wikipedia, the free encyclopedia
Я́ков Бори́сович Зельдо́вич (пуш, 8 1914, Минск — раштав, 2 1987, Мускав) — совет физикĕ, 1946 çултанпа — СССР ĂА пайташ-корреспонденчĕ, СССР ĂА академикĕ (çĕртме, 20 1958).
Экстернлă Ленинград патшалăх университечĕн физика-математика факультетĕнче тата Ленинград политехника институчĕн физика-механика факультетĕнче вĕреннĕ, СССР ĂА Ленинградри химиллĕ физика институчĕн аспирантуринче (1934), физика-математика ăслăлăхĕн кандидачĕ (1936), физика-математика ăслăлăхĕн тухтăрĕ (1939).
Атом бомбине (çурла, 29 1949) тата водород бомбине (1953) СССР тăваканнисенчен пĕри.
Яков Борисовичăн паллăрах ĕçĕсем детонаципе, çуну пулăмне çырса кăтартнипе, тĕшĕллĕ физикăа, астрофизикăпа, гравитаципе çыхăннă. 1939—1941 çулсенче пĕрремĕш Я. Б. Зельдович тата Ю. Б. Харитон уран пайланăвĕн умлă-хыçлă реакцине шутласа хунă.
Зельдович тата Солпитер 1964 çулта тĕнчере пĕрремĕш (пĕр-пĕринчен уйрăмах) йывăр хура çăткăнсен таврашĕнчи аккреци дискĕсем квазарсен хăват çăлкуçĕсем пулаççĕ тесе малтанах сĕнӳ (халĕ ăна пурĕ те йышăннă) панă.
Р. А. Сюняевпа пĕрле ĕçлесе электронсен реликт пайăркисем саланса кайакан теорине тунă тата Сюняев-Зельдович эффекчĕ ятлă физика пулăмне тĕпчес умĕнех палăртса каланă.[1][2][3][4]
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.