Диего Веласкес
From Wikipedia, the free encyclopedia
From Wikipedia, the free encyclopedia
Диего Родригес де Сильва-и-Веласкес(исп. Diego Rodríguez de Silva y Velázquez; çĕртме, 6 1599, Севилья — çурла, 6 1660, Мадрид) — испан сăрă ÿнерçи, аслăран та аслă ылтăн ĕмĕрти ÿнер элчи.
Диего Веласкес | |
Diego Velázquez | |
Хăйне хăй сăнарлани, 1615 -1617 | |
Çуралнă чухнехи ят: | Диего Родригес де Сильва Веласкес |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1599 çулхи çĕртме, 6 |
Çуралнă вырăн: | Севилья, Испани |
Вилнĕ вăхăт: | Çурла, 6, 1660 (61-ре) |
Вилнĕ вырăн: | Мадрид, Испани |
Гражданлăх: | Габсбург Испанийĕ |
Жанр: | сăнарçă |
Вĕренӳ: | Франсиско Пачеко |
Стиль: | Испанири барокко (ылтăн ĕмĕр) |
Пулăшакансем: | Филипп IV (Испани патши), граф Оливарес |
Сĕм янă: | Хуан Батиста дель Масо, Хуан де Пареха |
Викиампарти ĕçсем |
Диего Веласкес 1599-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Севильяра (Испани), Хуан Родригес де Сильва тата Иеронима Веласкес кил-йышĕнче, ĕлĕкрех Испанине Португалинчен куçса килнĕ йăхран пулса тухнăскерсенче, çуралнă. Диего çемьери сакăр ачаран чи асли пулнă. Пулас ÿнерçĕн ашшĕпе амăшĕ Севильяри сăваплă Петĕр чиркĕвĕнче 1597-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче вĕнчетленсе мăшăрланнă, Диего çуралсан ăна та унтах шыва кĕртнĕ. Андалусире анлă сарăлнă йăла тăрăх, Диего та, унăн шăллĕ Хуан та, пиччĕшĕ пекех ÿнерçĕ пулса тăнăскер, амăшĕн хушаматне илнĕ, анчах та ÿнерçĕ ĕçĕсене иккĕллĕ хушаматпа «Сильва Веласкес» тесе çырни те упранса юлнă.
Диего Веласкес Викиампарта? |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.