Remove ads
From Wikipedia, the free encyclopedia
Михаи́л Серге́евич Горбачёв (Привольное, Ставрополь енĕ) — ССКП Тĕп секретарĕ (пуш, 11 1985 — çурла, 23 1991), пĕрремĕш, çаплах юлашки ССРП президенчĕ (пуш, 15 1990 — раштав, 25 1991). Горбачёв-Фонд пуçлăхĕ. Нобель лăпкăлăх парни лауреачĕ (1990). Горбачёв ССКП тата патшалăх ĕçлĕхĕнче Совет Союзĕнче çĕнетӳ ĕçĕпе — перестройкăпа — тăрмашнă, анчах та çакă Совет Союзĕ арканнипе сӳнет, çаплах вăл ĕçленĕ тапхăрта сивлек вăрçă (паралеллĕ капитуляци ĕçĕсем пыраççĕ) вĕçленет. Горбачёвăн ĕç-пуçĕ тĕрлĕ хаклавлă шутланать.
Çӳлти влаҫра чухне Горбачев 1987 ҫулхи кăрлач уйăхĕнче ССКП ТК пленумӗнче "перестройка" политикине пуçарса янă, каярахпа çак процесс пасарлă экономика, ирӗклӗ суйлав еннелле туртса кайнă, ССКП монополлӗ влаҫне пӗтерсе пынӑ тата ССРП аркатса янă[7].. Александр Яковлев асăннипе, 1985 ҫулта вăл Горбачева совет йĕркелĕшне пĕтерсе хурса çӗршывра улшӑнусем тумашкăн план сӗннĕ пулнă, анчах та Горбачев: "халлӗхе иртерех-хе" тенĕ. Яковлев шухӑшӗпе, Горбачев ун чухне "совет йĕркелĕшне пăрахăçласшăн пулман[8].
Горбачев пуҫарнипе пулнисен ят-йышĕ:
1952 çулта ССКП-на кĕнĕ.
Мăшăрĕ — Раиса Максимовна Горбачёва (хĕр чух — Титаренко), 1999 çулта лейкозран вилет. Пушă вăхăтра Раиса Горбачёва илемлĕ литературăпа йăпаннă, театр, кино, мусăка кăмăлланă. Çуран çӳреме юратнă. 30 çул ытла Мускавра ĕçленĕ, пурăннă.
Хĕрĕ — Ирина Михайловна, Мускавра ĕçлет. Мăнукĕсем — Ксения тата Анастасия. Мăнукĕн хĕрачи — Александра.[26]
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.