From Wikipedia, the free encyclopedia
Вăрмар районĕ — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).
Вăрмар районĕ | ||
| ||
Патшалăх | РФ | |
---|---|---|
Статус | муниципаллă район | |
Кĕрет | Чăваш Ен | |
Администраци центрĕ | Вăрмар паçулкă | |
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927, авăн, 5 | |
Район администрацин пуçлăхĕ | Васильев Андрей Васильевич[1] | |
Официаллă чĕлхе | чăваш | |
Вăхăт тăрăхĕ | ||
Телефон кочĕ | +7 83544 | |
Сайчĕ | ||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Чăваш Енĕн çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. 1927 çулхи 5 авăн уйăхĕнче туса хунă. Çурçĕр енче Куславкка районĕпе, çурçĕр-хĕвеланăç енче Çĕрпӳ районĕпе, хĕвеланăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Тăвай районĕпе юнашар вырнаçнă. Районăн хĕвелтухăç енче Тутарстан Республики вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла 32 çухрăма тăсăлнă, хĕвелтухăç енчен хĕвеланăç енне — 33 çухрăма. Район лаптăкĕ — 598,3 км2. Район администрациĕ Вăрмар ялĕнче вырнаçнă.
Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай. Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Вăрмар районĕ Чăваш платойĕ çинче вырнаçнă, çĕр пичĕ сăртлă, район çĕрĕсене çырмасем темиçе лутра сăртсемпе уйрăм тӳремсăртлăхсем çине çурса пĕтернĕ. Çырмасен вăрăммăшĕ 100—200 метртан пуçласа 2—3,5 çухрăм таран, тарăнăшĕ — 1-10 метр. Районта акшар чулĕпе доломитсен çĕр айăнчи пурлăхсем пур, вĕсенчен пĕри Вăрмартан икĕ çухрăмра кăнтăранăçнелле вырнаçнă. Унтан акшар çăнăхне хатĕрлеççĕ, çавăн пекех ăна Вăрмар стройматериалĕсен завочĕ автомобиль çулĕсем тунă чухне усă курать. Вăрмартан 15 çухрăм кăнтăранăçнелле, Шăхаль çывăхĕнче акшар чулĕпе доломитсене кăлараççĕ. Çакăнтах кирпĕч тумалли суглинăксемпе тăмсене кăлараççĕ. Вăрмар упранăвĕ район тĕпĕнчен кăнтăр-тухăç енче 1,5 çухрăмра пулать, ăна Вăрмарти çурт-йĕр материалĕсен завочĕ ĕçе кĕртет. Энĕшпуç упранăвĕ Энĕшпуç чукун çул чарăнăвĕнчен 1,8 çухрăмра пулать, унпа Канаш кирпĕч завочĕн Энĕшпуç цехĕ усă курать. Кавал салинчен 2 çухрăмра вырнаçнă Кавал упранăвĕпе халĕ усă курмаççĕ, ăна малашлăха валли хăварнă.
Климачĕ вăтам континентлă, хĕлĕсем вăрăм та сивĕ, çăвĕсем ăшă та типĕ. Вăтам температура: кăрлач уйăхĕнче — -13°С, чи сивви -42 °С; утă уйăхĕнчи вăтам температура +18,7°С, чи шăрăххи — + 37°С. Çулталăк тăршшĕпе вăтамран 400 мм юр-çумăр çăвать — нумайрах ăшă вăхăтсенче. Юханшывсен шучĕ сахал. Пысăкраххисем: Кĕтне тата Енĕш, пĕчĕкреххисем: Пăла, Ара. Çак тĕслĕ тăпрасем сарăлнă: кăвак вăрман тăприсен тĕсĕсем, вĕсем районти çĕрсен 84% йышăнаççĕ. Район вăрман-çеçенхир тăрăхĕнче вырнаçнă, вăрмансем район çĕресен 9% йышăнаççĕ. Вăрмансем кăнтăрпа кăнтă-тухăç енĕсенче çеç юлнă. Вăрмансенче юмансемпе çăкасем нумай ӳсеççĕ. Чĕрчунсем сахал. Çурçĕрте тыркассем, районăн тĕп пайĕнче сăвăрсем тĕл пулаççĕ. Вăрмансенче тилĕсем, мулкачсем, кашкăрсем, хир сыснисем çӳреççĕ, тытма юрăхлă кайăксенчен — пăчăрсемпе ăсансем (вĕсем питĕ сайра тĕл пулаççĕ).
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.