From Wikipedia, the free encyclopedia
Атăл пăлхавçисем — «Чăвашкино» студин пĕрремĕш кинофильмĕ[1]. 1926 çулта ӳкернĕ. Режиссёрĕ — А.Петров-Бытов.
Атăл пăлхавçисем | |
Жанр | драма |
---|---|
Режиссёр | Павел Петров-Бытов |
Сценари авторĕ |
Иоаким Максимов-Кошкинский, Павел Петров-Бытов |
Тĕп рольсенче | С. Галич, Пётр Кириллов, Мария Доброва, Иона Таланов, Шура Завьялов |
Оператор | Сергей Лебедев |
Кинокомпани |
Ленинградкино Чăвашкино |
Тăсăлу | 78 мин. |
Патшалăх | |
Çул | 1926 |
IMDb | ID 0252087 |
Премьера 1926 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче Шупашкарта, çĕртмен 25-мĕшĕнче Ленинградра, чӳкĕн 5-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ.
Фильма 1905–07 çулсенчи Пĕрремĕш вырăс революцин юбилейне халалласа ӳнерленĕ.
Фильмăн Шупашкарти копи упранса юлман. Германире тата Туркменире пĕршер копи упраннă.
Фабулăна Исмель çыннисен пăлхавĕн материалĕсемпе хатĕрленĕ.
Тĕп персонаж, 1905–07 çулсенчи революцине хастар хутшăннă Хури çĕр ĕçтешĕ. Ăна аресленĕ те тĕрмене лартнă. Чăвашсем ăна ирĕке кăлартараççĕ. Хусан вице-кĕпернетĕрĕ Кобеко ертсе пынă патша çарĕсем пăлхава юн айне путараççĕ. Хури тарса пытанать. Эсерсемпе çыхланса кайса, вăл Кобекăна бомба пăрахать, анчах та патша тарçи чĕрĕ юлать. Хури вăрттăнла чикĕ лешьенне тухса каять. Тăван çĕре таврăнсан ăна каллех тытаççĕ те каторгăна ăсатаççĕ
1917 çулта революци ăна ирĕке қăларать. Паттăр Хусана шурă чехсем ярса илнĕ чухне пуçне хурать.
Мускаври тата Ленинградри ӳнер тишкерӳçисем фильма ытларах тиркенĕ пулсан та, вырăнти хаçат-журнал питĕ мухтанă – çак ĕç пĕрремĕш чăвашла фильм пулнăшăн.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.