Атăлçи пăлхарĕсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Атăлçи пăлхарĕсем (пулхăрсем) — Атăлçи Пăлхарĕнчи пурăнан халăхсен пулхăр йăхĕсен ушкăнĕ. VII ĕмĕрти 2-мĕш пайĕнче Вăтам Атăл çине Азов тинĕсĕ таврашĕнчен, Аслă Пăлхар (VII ĕмĕрте Донпа Кубань хушшинче пулнă патшалăх йĕркеленĕвĕ) аркансан, куçса килнĕ.
Атăлçи пăлхарĕсем | |
Тăван ячĕ | булгар |
---|---|
Археологи культури | Салта-маяц культури (ирхи тапхăрĕ) |
Чĕлхе | пулхăр, тĕрĕксем |
Тĕн | ислам (ханафит мазхабĕ, накшбандийя), танкăрлăх |
Тăван халăхсем | хасарсем, аварсем, тăнай пăлхарĕсем, хура пăлхарсем |
Пĕрлехи хыпарсем

Атăл-Кама пăлхарĕсем вырăнти финн-укăр чĕлхе ушкăнне кĕрекен йăхсемпе хутшăннă.
Вăрçă енĕпе вăйлă организациленнĕ пулхăрсем килнипе Атăл-Кама регионĕнче Вăтам Атăл çинче тĕрĕк чĕлхисем сарăлма тытăннă. Атăл-Кама пăлхарĕсем вырăнти йăхсене чăмăртаса феодаллă патшалăха никĕсленĕ.
Вĕсемпе Атăлçи тата Камăçи хăшпĕр халăхĕсен (чăвашсен, хусан тутарĕсен тата ур.) генезисĕ çыхăннă.
Вăтам ĕмĕрсенчи тухăç литературинче атăлçи пăлхарĕсене яланах тĕрĕксем тенĕ, вĕсен тăванĕсем — хасарсем (чĕлхепе), пăрттассем (культурăпа)[1].
Этнонимпа халĕ ускурни
Литература
- Ашмарин Н. И. К вопросу о волжских болгарах и их отношении к нынешним чувашам. — Казань, 1902.
- Лаушкин А. В. К сложению негативного образа волжских булгар в летописании // Вестник Нижегородского университета им. Н.И. Лобачевского. 2019. № 4. С. 34-37.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.