From Wikipedia, the free encyclopedia
Зоя Захаровна Андреева — (1947 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕ, Тавăт ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР — 1992 çул, чӳк, 16, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш актриси, юрăçĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ (1987), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1980)[1][2][3].
Зоя Андреева | |
Çуралнă чухнехи ят: | Андреева Зоя Захаровна |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1947 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн: | Тавăт ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | 1992 çул, чӳк, 16 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР |
Професси: | опера артисчĕ |
Гражданлăх: | |
Хастар çулсем: | 1974 - 1992 |
Театр: | Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ |
Рольсем: | Виолетта, Джильда, Розина,,Микаэла, Маргарита, Марфа, Иоланта, Нарспи, Чĕкеç |
Спектакльсем: | «Травиата», «Риголетто», «Севильский цирюльник», «Кармен», «Фауст», «Царская невеста», Иоланта», «Нарспи», «Шывармань» |
Чыславсемпе парнесем: | Чăваш АССР халăх артисчĕ (1987), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1980) |
1947 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Тавăт ялĕнче çуралнă.
Ялти шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти мусăк училищинче пĕлӳ пухать, кайран Хусанти консерваторине (З. Хисматуллина класĕ) вĕренме кĕрет. Вĕренсе тухсан 1974 çулта вăл Чăваш мусăк театăрĕнче ĕçлеме тытăнать. Пĕрремĕш юрă партийĕсенчех вăл хăйне талантлă оперă юрăçи пулнине кăтартать. Кĕçех Зоя Захаровнăна ертсе пыракан партисене юрлама шанаççĕ. Театрта 18 çул тăрăшать.
1992 çулта пултаруллă актрисăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлать.
Унăн ячĕ Чăваш Енĕн опера юррин ӳнерĕпе тачă çыхăннă. Юрăç 30 ытла партире Виолетта, Джильда, Розина, Микаэла, Маргарита, Марфа, Иоланта, Нарспи, Чĕкеç тата ытти рольсене сăнарланă.
Зоя Захаровна Мускавра, Ленинградра тата ытти хуласенче ирттернĕ Чăваш культурин кунĕсене темиçе хутчен те хутшăнать, унăн сценă çинчи пултарулăхне оперăна юратакансем яланах ăшшăн йышăнаççĕ.
Л. И. Ефимов, «Элĕк Енĕ», Аликово, 1994.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.