Remove ads
From Wikipedia, the free encyclopedia
Анат Туçа (вырăс. Старые Тойси), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял.
Анат Туçа
Анат Туçа
|
Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ вырнаçнă.
1620 çулта Атăлăн сулахай çыранĕнчен тата халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Кăшмас ялĕнчен куçса килнĕ çынсем ял никĕсленĕ. Мăн Пăла таврашĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри шутланнă. Пурĕ 11 кил-йыш куçса килнĕ. Анчах та каярах пĕр-пĕринпе хирĕçсе кайнă хыççăн 5 кил-йыш аяларах анса çĕнĕ вырăна куçнă. Ку выранта вара Анат Туçа пулса ларнă. Шăпах çак вăхăтран пуçланать те ĕнтĕ ялăн историйĕ. Ун умĕн пулса иртнĕ пулăмсене умистори теме пулать. Паллах, асăннă хыпарсем пурте тĕрĕс пулсан.
Малтан кунта темиçе вырăс кил-йышĕ те пулнă: Кудрявцевсем, Сурковсем. Анчах каярахпа вĕсем, ытти йышсемпе тăванлашнă май, паллах чăвашланса кайнă; халĕ вĕсен тăхăмĕсем нихăшĕ те хăйсене вырăссем шутне кĕртмест.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланусен Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1].
Анат Туçара колхоз электростанцине 1947-мĕш çулта, ноябрьте, йĕркелесе янă[2]. Йĕркеле яракансем — Торговцев Сергей Дмитриевич (1898-?) тата Кошкин Павел Леонтьевич. Электростанцийĕн хăвачĕ — 35кВт.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.