From Wikipedia, the free encyclopedia
Аналитикăлла геоме́три — геометри уйрăмĕ, унта геометрилле кĕлеткесене тата вĕсен палăрăмĕсене алгебра меслечĕсемпе тишкереççĕ.
Çав меслетсен никĕсĕнче координатсен меслечĕ текенни тăрать, унпа чăн малтан Декарт 1637-мĕш çулта усă курнă. Кашни геометрилле чăнлăх тĕлĕшпе ку меслет кĕлеткен координачĕсемпе çыхăннă пĕр-пĕр танлăх кăларса тăратать. Геометрилле палăрăмсене кунашкал «алгебраизацилени» хăйĕн универсаллăхне çирĕплетнĕ, унпа çутçанталăк ăславĕсенче тата техникăра ăнăçлăн усă кураççĕ[1]. Математикăра аналитикăлла геометри çавăн пекех геометрин ытти уйрăмĕсен никĕсĕ пулса тăрать — сăмахран, дифференциаллă, алгебрăлла, комбинаторикăлла тата шутлавла геометрисемшĕн.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.