From Wikipedia, the free encyclopedia
Акира Куросава (яп. 黒澤明), — япун кинорежиссёрĕ, продюсерĕ, сценари çыраканĕ, паллă режиссёрсенчен пĕри. 1910 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Японири Токио хулинче çуралнă. 1998 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче çавăнтах вилнĕ.
Исамупа Сима Куросавасен çĕмьинче Акира чи кĕçĕн ачи пулнă. Хăйĕн ачаллăхĕнчех вăл ӳнерпе кăсăкланнине асăрханă, ăна кайран, çитĕнсен, «Досюся» ятлă Хĕвеланăç евĕрлĕ ӳкерме вĕрентекен шкулта анлăлатнă. Ăсталăхĕ унăн пысăк пулнă, «Сейбуцу» ятлă ӳкерчĕкне 1928 çулта «Ника Экзибишин» куравра вырнаçтарнă. Колледжа кĕреймен пирки, вăл кинора хăйĕн çулне тупас тенĕ. Малтан чапа тухнă «Фото кемикл лабораториз» киностудире ĕçлекен Кадзиро Ямамото (Kajiro Yamamoto) режиссёр пулăшаканĕ пулнă.
Çичĕ çул ăна пулăшса ĕçленĕ хыççăн вăл пĕрремĕш «Дзюдо ăсти» (Sugata Sanshiro, 1943) кинокартинăна ӳкерме май тупнă. Ун валли сценарине те хăйех çырнă. Кинокартина XIX ĕмĕрте дзюдо епле аталанни çинчен каласа панă пулнă. Ун хыççăн вăл тепĕр вунă кинокартина ӳкернĕ. Вĕсен шутĕнче: «Чи хитрисем» (Ichiban utsukushiku, 1944), «Дзюдо ăсти II» (Zoku Sugata Sanshiro, 1945) тата «Усĕр Пирĕшти» (Yoidore tenshi, 1948). Ку Тосиро Мифуне çамрăк актёрпа пĕрле хатĕрленĕ пĕрремĕш ĕçĕ пулнă.
1950 çулта «Расёмона» (Rashômon) (кинокартинăра Тосиро Мифуне тата Такеси Симура вылянă) ӳкернĕ хыççăн ун чапĕ пĕтĕм тĕнчипе сарăлнă.
Акира Куросава Викиампарта? |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.