From Wikipedia, the free encyclopedia
Акведук (лат. aqua — шыв тата лат. duco — ирттеретӗп) — пурӑнан вырӑнсем , шӑварас тата гидроэнергетикалла системасене патне шыв ирттерни (канал, пӑрӑх тӑрӑх).
Шыва ҫул, ҫырма, юханшыв урлӑ кӗпер пек хурса янине те акведук теҫҫӗ. Сарлакӑшӗпе ҫителӗклӗ акведуксемпе (шыв кӗперӗ) шыв транспорчӗсем те усӑ курма пултараҫҫӗ. Акведук виадука аса илтерет, анчах унпа шыв ирттерме усӑ кураҫҫӗ, виадукпа типӗ ҫул е чукун ҫул пек усӑ кураҫҫӗ.
Акведуксене чулран, кирпӗчрен, тимӗрпе бетонран е хурҫӑран туса лартаҫҫӗ. Вӗсен тӗпне чулран, чугунран е кирпӗчрен тӑваҫҫӗ, ҫӳлтен пӑрӑх е пӗчӗк, канал-кюветсем тӑрӑх шыв ярса ирттереҫҫӗ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.