The Beatles
From Wikipedia, the free encyclopedia
The Beatles («Битлз») — Британи рок-группи Ливерпуль: Джон Леннон (ритм-гитарă, вокал), Пол Маккартни (бас-гитарă, вокал), Джордж Харрисон (соло-гитарă, вокал), Ринго Старр (параппан, вокал). Çаплах ушкăнра пуçламăшĕнче Пит Бест (параппан, вокалпа) Стюарт Сатклифф (бас-гитарă, вокал) пулнă. Ку ушкăн, ытармасăр каланипех, рок-мусăка çӳле хăпартса янă. Битлзсем рока улăштарса, лайăхлатса пырса, хăйсен юррисене итлеме те, концертсене пыма питĕ нумай халăха юраттарнă, çавăнпа The Beatles мусăкĕ XX ĕмĕрти чи вăйлă та стайлă композици ĕçĕсем йышне кĕрсе юлнă. Капăр тумланнă, хăйсене сцена çинче питĕ илемлĕ тытнă мусăкçăсем 1960-мĕш çулсенчи çынсен чунне те, культурăна та питĕ тарăн юлнă. 1970 çулта ушкăн вара саланса кайнă.