Ясмăк
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ясмăк' (лат. Ervum lens е Lens esculenta Moench) — пăрçалă 1-çулхи ӳсентран, нумайрах чухне çурхи, хăйне евĕрлĕ çаврака, хĕррисенчен лапчăтнă, варринче çаврака вăрăллă.
Шултăра тата вĕтĕ вăрăллă тĕссене пĕлеççĕ. Пĕрремĕшĕн туни 28-35 см таран ӳсет, тĕшши, çулçисем тепĕр тĕслинчен шултăрарах. Теприн туни 18-28 см таран кăна ӳсет. Анчах ун тухăçлăхĕ пысăкрах тата çимĕçĕ тутлăрах. Шултра вăрăллисем шутне шултăра чашăк ясмăкĕ (L. esculenta nummularia Alef., урăхла çимелли, пфенниг, геллер е шурă полушкăллă) тата яланхи е шурă прованс ясмăкĕ (L. esculenta vulgaris Аl.); вĕтĕ вăрăллисем шутне — хĕрлĕ-хăмăр тĕшлĕ вĕтĕ хĕрлĕ ясмăк (L. esculenta erythrosperma К.), хăмăр тата сарă-хăмăр тĕшĕллĕ марс тата хура тĕшĕллĕ, тутлах мар шултра вăрлăхлă хура ясмăк (L. esculenta aigra Alef.) кĕреççĕ. Асăннисемсĕр пуçне Анат Европăпа Çурçĕр Америкăра вырăнти йĕркене хăнăхнă сортсем нумай. Ӳсĕм вăхăче 100-130 кун, çав вăхăтра ăна 15—18 °C кирлĕ. Тăм ӳкнинчен питех хăрамасть (-6° сахалрах t° сиенлĕ ), анчах тăпрара шыв çитменнине чăтаймасть. Çавăн пирки ăна таса, çумсăр, лайăх тирпейленĕ, акшарпа пуян (унсăр тухăç кĕтмелли çук) тăпра кирлĕ. Раççĕре хура тăпраллă кĕпернесенче ӳстернĕ. XIX – мĕш ĕмĕрте чикĕ леш енне ăсатма ăна Тамбов, Пенза тата кӳршĕ кĕпернисенче 1/3 млн га çинче ӳстернĕ. Ясмăка çĕрулми хыççăн лартсан лайăхрах, çавах ăна тĕрле тырăсем хыççăн та ӳстереççĕ.