![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/57/Yasser-arafat-1999-2.jpg/640px-Yasser-arafat-1999-2.jpg&w=640&q=50)
Ясир Арафат
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ясир Арафат (арап. ياسر عرفات), — Палестина автономийĕн председателĕ (президенчĕ). 1929 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Каирта çуралнă, 2004 çулхи чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Париж патĕнчи Percy de Clamart госпитальте вилнĕ.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/57/Yasser-arafat-1999-2.jpg/640px-Yasser-arafat-1999-2.jpg)
Çуралнă чухне панă тулли ячĕ — Мухаммад Абд ар-Рахман Абд ар-Рауф Арафат аль-Кудва аль-Хусейни (محمد عبد الرحمن عبد الرؤوف عرفات القدوة الحسيني). Çавăн пекех Абу Аммар (أبو عمّار) ятпа паллă пулнă. ФАТХ (Fatah) юхăмĕн ертӳçи пулнă. 1969 çултанпа Палестинăна Ирĕке Кăларакан Организацин (ПИКО) председателĕ. 1994 çулта Нобелĕн мир премине тивĕçнĕ.