![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/f/f5/Flag_of_Esperanto.svg/langcv-640px-Flag_of_Esperanto.svg.png&w=640&q=50)
Эсперанто
From Wikipedia, the free encyclopedia
Эсперанто (эсперанто: Esperanto мĕнле каламалли (info)), — шухăшласа кăларнă чĕлхе. Ăна пĕтĕм тĕнчери халăхсем пĕр чĕлхепе пĕр тан калаçмашкăн тума пуçланă. Варшавăра пурăннă куç врачĕ Людвиг Заменгоф 1887 çулта хăйĕн «Интернационаллă чĕлхе» («Lingvo internacia. Antaŭparolo kaj plena lernolibro») ĕçне пичетлет. Ăна вăл «Шанаканскер» (эсперанто) псевдонимпа палăртать. Çавăнтанпа пĕтĕм халăх чĕлхине эсперанто теççĕ. Л.Заменгоф унта нумай чĕлхере пĕр пек илтĕнекен сăмахсене кĕртме тăрăшнă. Эсперанто чĕлхипе усă куракансене "эсперантистсем" тесе чĕнеççĕ. Тĕрлĕ хаклавсемпе килĕшӳллĕн, эсперантистсен шучĕ тĕнчипе çĕр пинрен темиçе миллиона çитиех.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/f/f5/Flag_of_Esperanto.svg/320px-Flag_of_Esperanto.svg.png)
Чĕлхе тĕслĕхĕ | |
---|---|
La Patro Nia Çӳлти Аттемĕр: аудио çырни (info)
Patro nia, kiu estas en la ĉielo, |