Эпидеми
From Wikipedia, the free encyclopedia
Эпиде́ми (грек ἐπιδημία — ἐπι — çинче, хушшинче δῆμος — халăх) анлă сарăлнă нумай çынна харăс ерекен мĕнле те пулин чир-амак, инфекциллĕ чир (чума, оспа, тиф, холера, дифтери, скарлатина, хĕрлĕхен, грипп).
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Эпидеми (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Эпидемисене тата вĕсене хирĕç кĕрешес меслетсене тĕпчекен медицина уйрăмĕ — эпидемиологи.
Инфекцие йĕкĕлтекене куçаракан механизмсем:
- фекаль-ораллă (шыв, апат-çимĕç е кулленхи пурнăçра) (сăмахран, дизентерипе хырăм тифĕ чухне);
- сывлăш-тумламлă (тĕслĕхрен, грипп чухне);
- трансмиссилле (малярипе сыпной тиф чухне);
- контактлă (СПИД, тилĕрӳ чухне).
Хăш чухне инфекцие йĕкĕлтекене куçаракан темиçе механизм пулаççĕ. Инфекци амакĕн аталанăвĕ вăл организма епле майпа лекнинчен килет. Тĕслĕхрен, мурăн е çĕпĕр çĕрнин ӳпке, пыршăлăх тата тир-бубон ĕлки пур.