From Wikipedia, the free encyclopedia
Экслибрис (лат. ex libris — «кĕнекесенчен») — хуçи кам пулнине пĕлтерекен кĕнеке палли. Экслибриса кĕнекен сулахай форзацĕ çине çыпăçтараççĕ е çапса пичетлеççĕ. Кĕнекен тулаш енне (хуплашки е айкки) лартнă экслибриса суперэкслибрис теççĕ.
Хăнăхнă май экслибрис кĕнеке хуçин ячĕпе хушаматне тата ÿкерчĕк вырнаçтарать, хуçин кĕскен те ытарлă ĕçĕ-хĕлĕ, мĕнпе кăсăкланни е кĕнеке пуххин ăшлăхĕ çинчен каласа парать. Экслибрис Германирен тухнă тесе шутлаççĕ, унта вăл кĕнеке пичетлеме шутласа кăларсанах тенĕ пек çуралнă.
Ансатран та ансат экслибрис вăл кĕнеке хуçин ятне кĕртнĕ пĕчĕк хут татки (хăш чух девиз е эмблема кĕртет).
Ӳнер экслибрисĕсем пичет графикин чăн пултарулăх ĕçĕсем пулса тăраççĕ. Вĕсене — пăхăр, йывăç е линолеум çинче гравюра меслечĕсемпе касса ăсталаççă, цинкографи е литографи мелĕпе тăваççĕ. Ӳнер экслибрисĕсен авторĕсем хушшинче Альбрехт Дюрер, В. А. Фаворский ÿнерçĕсене тата ыттисене те асăнма юрать. Авалхи вырăс экслибрисĕ ку — алăпа ÿкернĕ игумен Досифейăн кĕнеке палли, ăна Соловец мăнастирĕнче 1493-1494 çулсен кĕнекисен хушшинче тупнă.
Ӳнер экслибрисĕсене:
палăртăвĕсемпе уйăраççĕ.
Экслибрис Викиампарта? |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.