Шăлин курăс
From Wikipedia, the free encyclopedia
Шăлин курăс - шăнкăрч пысăкăш кайăк, ыттисенчен пуçĕ çинче вăрăм тĕпеке пуррипе уйрăлса тăрать. Пирĕн тăрăхра хĕллехи вăхăтра пилеш çырлисене çисе пурăнать. Çавăнпа та ăна курма, илемĕпе килленме пулать. Çăмартисем (5) сăрă-сенкер тĕслĕ, пирĕн тăрăхра çăмарта туса чĕп кăлармасть, чĕп кăларма çурçĕр еннелле каять. Çурçĕртен пирĕн паталла раштав уйăхĕсенче килеççĕ. Апат çителĕклĕ пулсан пĕр-ик уйăх пурнаççĕ те кăнтăр еннелле куçса каяççĕ, каялла таврăннă чух пирĕн тăрăхра тытăнсах тăмаççĕ. Шăлин курăс йышĕ пирĕн тăрăхра пилеш тухăçĕ мĕнле пулнинчен килет.
Ку статьяна викилемелле. Тархасшăн, ăна хатĕрлемелли йĕркепе çырса кĕртĕр. |