From Wikipedia, the free encyclopedia
Челомей Владимир Николаевич — механикăпа управлени енĕсен совет вăхăтĕнчи ăсчах, «НПО Машиностроение» никĕслекенĕ, талантлă ертӳç, профессор.
Владимир Николаевич Челомей | ||||||||||||||
Çуралнă вăхăт: | 1914, çĕртме, 30 | |||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: |
Седльце хула, Люблин кĕперни, Привислин Ен, Раççей империйĕ | |||||||||||||
Вилнĕ вăхăт: | 1984, раштав, 8 | |||||||||||||
Вилнĕ вырăн: |
Мускав хула, , СССР | |||||||||||||
Ăслăх сфери: | механика, тытăмлану процесĕсем | |||||||||||||
Ăсчах степенĕ: | техника ăслăхĕсен тухтăрĕ (1951) | |||||||||||||
Ăсчах хисепĕ: |
профессор, СССР ĂА академикĕ (1962) | |||||||||||||
Альма-матер: | Киев авиаци институчĕ | |||||||||||||
Чыславсемпе парнесем |
|
1914 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Седлец (Польша) хулинче çуралнă.
Ачалăхпе çамрăклăхĕ Полтавăра иртнĕ. 1937 çулта Киев авиаци институтĕнчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. 1939 çулта Владимир Николаевич ăслăх кандидачĕн дисертацине хӳтĕленĕ. 1940 çулта ăна ССРП Ăслăх Академийĕ çумĕнчи докторантурăна илнĕ. Унтан вĕренсе тухсан ПуВРД (Пульсурующий Воздушно-Реактивный Двигатель) тăвас ыйтусемпе тăрмашать. ПуВРД — çунатлă ракетăсен тĕп никĕсĕ. Вăрçă вăхатĕнче Владимир Николаевич П.И. Баранов ячĕллĕ Авиаци моторĕсене тăвакан тĕп институтра вăй хунă. 1944 çулхи авăн уйăхĕнче 51-мĕш завод çумĕнче çĕршывра пĕрремĕш ертсе пымасăр вĕçекен аппаратсем шутласа кăларакан ОКБ никĕсленĕ. 1944 çултанпа Владимир Николаевич ертсе пынипе 10Х, 14, 16Х ПуВР двигательпе вĕçекен çунатлă ракетăсем шутласа тĕпчесе тунă.
1952 çулта профессор ятне тивĕçет. 1961 çулта Н.Е. Бауман ячĕллĕ МПТУ-ра тухтăр дисертацине хӳтĕлет.
1984 çулхи раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Мускавра çĕре кĕнĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.