Цунами
From Wikipedia, the free encyclopedia
Цуна́ми[1] (яп. 津波 IPA: [t͡sɯnä́mí][2], унта 津 — «бухта, кӳлмек», 波 — «хум») — океанра шывăн мĕнпур хулăнăшне аялтан хăватпа çапнипе пулнă шултра хумсем.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/2/2b/2004_Indian_Ocean_earthquake_Maldives_tsunami_wave.jpg/320px-2004_Indian_Ocean_earthquake_Maldives_tsunami_wave.jpg)
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
Цунами, хăшпĕр специалистсен шухăшĕпе, солитонсем пулаççĕ[3]. Чылай чухне цунами шыв айĕнче çĕр чĕтреннипе пулаççĕ, çав вăхăтра тинĕс тĕпĕ хăварт анса ларать е хăпарса каять. Цунами кирек епле вăйлă çĕр чĕтреннипе те çуралать, анчах та питĕ хăвата вăйлă чĕтреннипе (магнитуди 7 баллран ытлах пулсан) çитет. Çĕр чĕтреннĕ хыççăн темиçе хум каять. 80 % яхăн цунами Лăпкă океанăн периферинче сиксе тухать. Цунами пулăмне ăслăх енчен пĕрремĕш Хосе де Акоста 1586 çулта Лимăра (Перу) — питĕ хăватлă çĕр чĕтренĕвĕ пулсан — ун чухне 25 м çӳллĕш цунами хумĕсем 10 км çити тип çĕре çине кĕрсе кайнă — ăнлантарса панă.