Цинь Шихуанди
From Wikipedia, the free encyclopedia
Цинь Шихуанди (кит. 秦始皇, пиньинь Qín Shǐ Huáng; пирĕн эрăччен 259—210 çç.) — Цинь патшалăхĕн (пирĕн эрăччен 246) тăрăмĕ, чылай ĕмĕр тăсалнă Вăрçакан патшалăх тапхăрне вĕçленĕ. Пирĕн эрăччен 221 çултанпа Вар Китайăн пĕтĕм территоринче китай патшалăхĕн пĕрремĕш элтĕперĕ пулса хăйĕн пайăр тытăмлăхне çирĕплетет. Китая 10 пин ăру сыпăк тапхăрĕнче астул тытса тăрас шухăшпа никĕсленĕ Цинь ăрăвне вăл вилсен темиçе çултанах çапса антарнă.
13 çул тултарсан Чжэн Цинь элтепер пулса тăрать, унăн патшалăхĕ Тӳпе айĕнчинче чи хăватли шутланнă. Цинь ăрăвĕ ертсе пынипе Китай пĕрлешĕнсе пырать. Вăта Китай патшалăхĕсемшĕн Шаньси (цинь тĕп çĕрĕсен туçи çурçĕр патшалăхĕ) тискер çĕрĕ шутланнă. Цинь патшалăхĕн вăрçă хăватлăхĕ мăнаç пулнă, чылай йышлă бюрократи шутланнă.
238 çулчен Чжэн ӳссе çитмен çын шутланнă, пур ĕçсене регент тата пĕрремĕш министр Люй Бувэй тытса пынă. Çак çулсенче пулас император Килри тоталитари легизм идеологине чуна йышăнать, çак вăхăтăн чи паллă çынни Хань Фэй пулнă. Чжэн, 22 çула çитсен, хăйĕн амăшĕн еркĕнне айăпласа вĕлерет, Люй Бувэя вара пăлхава хĕтĕртнĕ тесе ссылкăна кăларса ярать.
Малашнехи çулсенче Чжэн пĕр хыççăн теприне ултă патшалăха пайланса тăнă Китая ярса илет. Ку ĕçре вăл тем тĕрлĕ меслетпе усă курать: шпионсене , вăрттăн укçа парать, ăсчах канашçĕсен (вĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăн Ли Сы йышăнать) пулăшăвĕпе те усă курать. 32 çулта вăл хăй çуралнă кнеçлĕхе çĕнтерсе илет, çав чухнех унăн амăшĕ çĕре кĕрет. Тепĕр çулта кнеç Янь Дань хушса янă вĕлерекене ярса тытнă. 39 çулта Чжэн историре пĕрремĕш пĕтĕм Китая пĕрлештерет, Цинь Ши Хуан астул ятне тивĕçет.