Циклоидăлла йĕр
From Wikipedia, the free encyclopedia
Циклоидăлла йĕр — мĕнле те пулин йĕрпе кусакан çаврашка ăшĕнчи е тулашĕнчи çыхăнуллă пăнчă тăвакан лаптак йĕр. Термин грекла κυκλοειδής («çаврака») тенинчен.
Циклоидăлла йĕрсен çăкнашкал тĕсĕсене уйăрса илеççĕ:
- трохоида (татах та уйрăмраххи — циклоида) — çаврашка е çавракăш тÿрĕ йĕрпе кусса пырать;
- эпитрохоида (эпициклоида) — çаврашка е çавракăш тепĕр çавракăшăн тул енĕпе кусать;
- гипотрохоида (гипоциклоида) — çаврашка е çавракăш тепĕр çавракăшăн шал енĕпе кусать.
Хăшпĕр тĕссем кинематикăлла мар шухăшларăшсенчен тухса тăраççĕ.