![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/59/Solanum_nigrum_Sturm16.jpg/640px-Solanum_nigrum_Sturm16.jpg&w=640&q=50)
Хура йытçырли
From Wikipedia, the free encyclopedia
Паслён чёрный (лат. Solánum nígrum) — йыт çырли йышĕнчи биологи тĕсĕ. Евразинчен тухнăскер, халĕ Америка тата Австралинче те тĕл пулать.
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
Чăвашла, кулленхи калаçура, йыт хурлăханĕ теме пултараççĕ. Анчах та ăслав шайĕнче апла асăнма меллех мар.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/59/Solanum_nigrum_Sturm16.jpg/640px-Solanum_nigrum_Sturm16.jpg)
Пĕр çул ӳсекен 30—120 см çӳллĕш тӳрĕ пайланакан тыналлă курăк. Шурă чечекĕсем çăлтăр евĕр пилĕк çунатлă. Çимĕçĕ - пăрçа пысăккăш хура çырла, çурла-авăн уйăхĕсенче пиçет.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/f/f4/Ripe_Berries_of_S._Nigrum.jpg/640px-Ripe_Berries_of_S._Nigrum.jpg)