![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/f/f2/Integral_as_region_under_curve.svg/langcv-640px-Integral_as_region_under_curve.svg.png&w=640&q=50)
Хисепле интеграллав
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хисепле интеграллав (историлле ят: (хисепле) тăваткаллатав) — паллăлăхлă интегралăн пĕлтерĕшĕсене тупмалли меслет (калас пулать, çавракалатса=çывхартса). Хисепле интеграллава паллăлăхлă интеграл пĕлтерĕшне тупмалли хисепле меслетсен наборĕ (йышĕ) пек ăнланаççĕ.
Хисепле интеграллава ак çакăн пек чухне усă кураççĕ:
- Итеграл палли айĕнчи функцие аналитикăлла паман пулсан. Калăпăр, ăна шутлав тетелĕнчи тĕвĕсенчи пĕлтерĕшсен таблици (массивĕ) пек кăтартнă чухне.
- Интеграл айĕнчи функцин аналитикăлла курăмĕ пур, анчах та унăн умсăнарне вара аналитикăлла майпа кăтартма çук. Сăмахран,
çавнашкал.
Асăннă пек тĕслĕхсенче интеграла Ньютон—Лейбниц формулипе шутлаймастăн. Лару-тăру урăхларах та пулма пултарать: умсăнар пур, анчах та вăл шутсăр кăткăссине кура пурпĕрех хисепле интеграллав меслечĕ шăл çеммирех.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/f/f2/Integral_as_region_under_curve.svg/640px-Integral_as_region_under_curve.svg.png)
Хисепле интеграллав меслечĕсенчен ытларахăшĕн тĕп идейи интеграл айĕнчи функцие ансатраххипе улăштарнинче, вара интеграла хакламашкăн ак çакăн йышши формулăсем сиксе тухаççĕ
кунта — интеграл айĕнчи функцин пĕлтерĕшĕсене шутласа пыракан пăнчăсен шучĕ. Ĕнтĕ
пăнчăсене вара меслет тĕввисем теççĕ,
хисепсене — тĕвĕсен йывăрăшĕсем теççĕ.
Интеграл айĕни функцие, çапла вара, нульмĕш, пĕрремĕш, иккĕмĕш,... капашсенчи полиномпа улăштарма пулать; çавна кура тӳркĕтеслĕхсен, трапецисен тата параболăсен (Симпсонăн) меслечĕсем сиксе тухаççĕ. Час-час часах çавнашкал формулăсене килĕшÿллĕн тăваткалла формулăсем теççĕ.