![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/d/d8/Logo_of_the_Vanguard_of_Red_Youth.svg/langcv-640px-Logo_of_the_Vanguard_of_Red_Youth.svg.png&w=640&q=50)
Хĕрлĕ çамрăксен аванга́рчĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хĕрлĕ çамрăксен авангарчĕ (кĕскен АКМ) СССР йышĕнче пулнă патшалăхсенчи — коммунист-большевиксен йĕркелĕвĕ, чылайрахăшпе çамрăксен (2006 çулчен организацире 35 çул ӳсĕмне çитиччен тăма пултарнă). АКМ ертӳçи — Сергей Удальцов (2009 çулчен пĕрре те суйланман (çак çултанпа АКМ ертӳлĕхĕ АКМ ТК Политбюровĕ).
Хĕрлĕ çамрăксен авангарчĕ | |
«Авангард красной молодёжи» | |
![]() | |
Лидер: | Сергей Удальцов |
---|---|
Йĕркеленĕ вăхăт: | çу, 4, 1999 |
Штаб-хваттер: | Мускав, Раççей |
Идеологи: | большевизм, социализм, сталинизм, коммунизм[1] |
Тăмарсемпе блоксем: | Сулахай фронт (Раççей), Ĕçлев Раççей, РКРП, РКСМ(б), РКП, РКСМ, РФКП, РФ ÇКП, НБП |
Йыхрав: |
«СССР — тăван çĕр-шыв!» «Социализм е вилĕм!» «Пуласлăх — коммунизм!» |
Парти пичечĕ: | «Контрольный выстрел» хаçат |
Сайт: | www.akm1917.org |
АКМ 1999 çулта туса хунă. 1999-2004 çулсенче Виктор Анпиловăн «Ĕçлев Раççейĕн» çамрăксен тĕкĕрчĕ шутланнă, кайран АКМ «Ĕçлев Раççейрен» тухать[2][3]. Раççей Федерацин субъекчĕсенче тата Раççей тулашĕнчи 10 патшалахра организацин уйрăмсем ĕçлеççĕ. Сергей Удальцов каланипе, 2007 çулта АКМ йышĕнче саккăр пине яхăн хастар тăнă[4].
АКМ тачă Раççейри коммунистсен партисемпе (РФКП, РКРП) пĕрле ĕçлет, 2008 çулта вара Сулахай фронтăн пĕрлештерекен тĕп вăйĕ пулса тăрать.