From Wikipedia, the free encyclopedia
Хăмла (лат. Húmulus) — кантӑр йышшисем çемьине кĕрекен чечеклĕ ӳсентăран ăрачĕ. Унăн йышĕнче иккĕ тĕс.
Хăмла | ||
---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||
|
||
Латинла çырни | ||
Húmulus |
Ăратăн латин ячĕ лат. humus — çĕр, тăпра тени пулать, çак ĕнтĕ ӳсентăран çĕр сĕртĕнсе çитĕннине пĕлтерет.
Хăмлапа медицинăра тата апат-çимĕç промăçлăхĕнче усă кураççĕ. Хăмла супкăмĕ сăра вĕретме чĕрри пулать. Тунинчен япăхрах хута хатĕрлеççĕ, çаплах михĕ çыхма тата вĕрен явма юрăхлă. Китайра хăмлан çамрăк çулçисемпе тут пурçăн арлавçин лĕпĕш хурчĕсене тăрантараççĕ.
Бельгире хăмлан çамрăк хунавĕсене салата, яшкана тата соуса яраççĕ. Румынире çамрăк хунавсене спаржă вырăнне усă кураççĕ.
хăмла плантацийĕ.]]
Тахçанхи вăхăтранах хăмлана çăкăра тата тĕрлĕ кондитер çимĕçне хатĕрленĕ чухне усă курнă. Хăмлара ксантогумол чылай, çавăнпа хăмлапа сăра пĕçереççĕ. Хăмларан пылак эрех тăваççĕ. Хăмла пыл ăслин тĕп компоненчĕ пулса ĕçмене хаярлăха парать, унăн органолептик кăтартăвĕсене пахалатать. Хăмлара эфир тата дубиль япалалăхĕ чылай, çавсене пула вăл пыл эрехне çутăлтарать те йӳçесрен упрать.
Хăмла тунипе çулçисем йывăр металсен ионĕсене çăтса илме пултарать, çапла хăмла çулçисен 1 г биомасси 4,2 мг тăхлана çăтаять[1].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.