![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/d/d4/Southern_short-tailed_shrew.jpg/640px-Southern_short-tailed_shrew.jpg&w=640&q=50)
Хăмăр шăл
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хăмăр шăл пĕчĕк каюрасен шутне кĕрет. 3-4 грамм туртать. Курăк хушшинче, çулçăсем айĕнче 14 уйăх таран пурăнать. Йăвине çăвăрлама, çурасене çитĕнтерме кăна тăвать. 5-8 çура пулать унта. Вĕсем виçĕ эрнерех çитĕнсе çитеççĕ. Амăшĕ çурисене апат шырама вĕрентнĕ чухне вĕсем пĕрин хыççăн тепри хӳререн тытса амăшĕ хыçĕнчен çӳреççĕ. Чи кулăшли - хăшĕ те пулин малтин хӳрине çăварĕнчен кăларса ярсан питĕ хытă кăшкăрма тытăнни. Амăшĕ пырса тупса памасăр та çухăрма чарăнмасть çав çура. Пĕр уйăх тултарсан çурасем хăйсем тĕллĕн пурăнма тытăнаççĕ.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/d/d4/Southern_short-tailed_shrew.jpg/640px-Southern_short-tailed_shrew.jpg)