From Wikipedia, the free encyclopedia
Франсуа́ Жера́р Жорж Николя Олла́нд[9] (фр. François Gérard Georges Nicolas Hollande; 12.8.1954,, Руан, Франци çур.) — франс патшалăх тата политика ĕçченĕ; Франци президенчĕ 15.5.2012 — 14.5.2017)[10]; Францин социализм партин пĕрремĕш секретарĕ (1997—2008); Францин наци пухăвĕн депутачĕ (1988—1993; 1997—2012), Тюль хулан мэрĕ (2001—2008); Коррез департаменчĕн аслă канашĕн президенчĕ (2008—2012).
Франсуа Олланд | |
фр. François Hollande | |
Çуралнă чухнехи ят | фр. François Gérard Georges Nicolas Hollande |
---|---|
Чӑн ят | фр. François Hollande |
Çуралнă вăхăт | 1954 çулхи çурла, 12-мĕшĕ[1][2][…] (70 çул) |
Çуралнă вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Ашшĕ | Жорж Олланд[d] |
Амăшĕ | Николь Трибер[d] |
Арăмӗ | Жюли Гайе[d][8], Сеголен Руаяль[d] и Валери Триервейлер[d] |
Ачисем | Жюльен Олланд[d], Флора Олланд[d], Тома Олланд[d] и Клеманс Олланд[d] |
Чыславсемпе парнесем |
Большая цепь ордена Солнца Перу[d] (2012 çулхи чӳк, 12-мĕшĕ) King Abdulaziz Medal[d] (2013 çулхи раштав, 30-мĕшĕ) премия мира имени Феликса Уфуэ-Буаньи[d] (2013) Political Humor Award[d] (2017) Gold Medal of Hellenic Parliament[d] (2015 çулхи юпа, 23-мĕшĕ) |
Автограф | |
Медиафайлы на Викиампар | |
Произведения Викивулавăшра |
Франсуа Олланд 1954 ҫулхи 2 ҫурла уйӑхӗн Руан хулинче çуралнă. Ашшĕ — Жорж Гюстав Олланд, отоларинголог, амăшĕ — Николь Фредерик Маргарита Триберт, социаллă сферăра ĕçленĕ[11][12].
Ачалăхра темиçе çул католици шкулĕнче вĕреннĕ, ФК «Руан» ачасен футбол командинче форвард позицинче вылянă[11].
1968 çулта çемье Париса, чаплă Нёйи-сюр-Сен района куçнă, унта вара Франсуа лицейре вĕренсе тухнă[11].
Парисри политикăна тĕпчекен институтĕнче (Sciences Po) тата HEC Paris бизнес-шкулĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.
1976 çулта Олланда куçе япăх курнине пула çара илмен, çапах та салтакра пулни политикăри карьерăра кирлех тесе хăйех хистесе хĕçпăшаллă вăйсене хĕсмете тăнă[13].
1978—1980 çулсенче Тытăмлав наци шкулĕнче (ENA) пĕлӳ илнĕ[11], çав вăхăтрах социализм партине 1979 çулта кĕнĕ[11]. Вĕренсе тухсан, Шутлав палатинче аудитор пулса тăрăшнă[11].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.