Энри́ко Фе́рми (итал.Enrico Fermi, физика професси калаçăвĕнче:Ферми́; авăн, 291901, Рим — чӳк, 281954, Чикаго) — чаплă итал физикĕ, хальхи теорилле тата экспериментлă физикăн аталанăвне пысăк ӳсĕм кӳнĕскер, квант физикин никĕслевçисен пĕри. Деи Линчеи наци академин пайташĕ (1935), СССР ĂА ютçĕр корреспондент-пайташĕ (1929).
Астăвăм
Ферми пысăк ăслăлăх шкулне никĕслет. Ун патĕнче Рим университетĕнче (1920-мĕшсен вĕçĕнче — 1930-мĕш çулсем) — Э. Амальди, Ф. Разетти, Э. Сегре, Б. Понтекорво, Дж. Бернардини, Дж. Вик, Э. Майорана, Б. Росси, Дж. Рака, Дж. Оккиалини тата ур. 1940-мĕш çулсем — 1950-мĕш çулсем, Чикаго университетĕнче Ферми патĕнче пĕлӳ илнĕскерскем: Г. Андерсон, М. Гелл-Манн, М. Гольдбергер, Ц. Ли, Ч. Ян, Дж. Чу, О. Чемберлен, М. Розенблют, Дж. Штейнбергер тата ур.
Кĕнекесем
Э. Ферми. Молекулы и кристаллы. — М.: ИЛ, 1946.
Э. Ферми. Элементарные частицы. — М.: ИЛ, 1953.
Э. Ферми. Лекции о пи-мезонах и нуклонах. — М.: ИЛ, 1956.
Э. Ферми. Квантовая механика. — М.: Мир, 1968 (2-е изд.).
Э. Ферми. Научные труды. — В 2-х т. — М.: Наука, 1971-72.