From Wikipedia, the free encyclopedia
Упа курăк йышĕ (Polypodióphyta) – Çĕр çинче 400 миллион çул каяллах ĕрчеме пуçланă курăк. Ун чухне вĕсем чи çӳллĕ ӳсентăрансем шутланнă, планета çинче чи сарăлнисем пулнă. Хальхи вăхăтра йывăç евĕрлĕ упа курăкĕсем юлманпа пĕрех. Паянхи упа курăк йышне кĕрекен ӳсентăрансем пысăк мар. Çĕр çинче 300 яхăн йăхра 20 пин ытла упа курăк евĕрлĕ ӳсентăран çитĕнет. Упа курăк йышĕнчи ӳсентăрансен çулçи кăткăс йĕркеленнĕ. Ӗрчеме тусанпа ĕрчет.
Упа курăк йышĕ | ||
---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||
|
||
Латинла çырни | ||
Polypodióphyta |
Упа курăкӗсене тӑватӑ класа пайлама йышӑннӑ:
Экономика тĕлĕшĕнчен, калăпăр, тырă йышĕнчисемпе танлаштарсан, ку ӳсентăрансенчен пайти сахалтарах. Упа курăк йышĕнче кашăк аври тата хура упа курăкĕ апата юрăхлă. Хаш-пĕр йăхри ӳсентăрансем наркăмăшлă. Пирĕн тăрăхра йĕплĕ упа курăкĕ çавăн пек наркăмăшлă курăк шутланать, унăн тымарĕсенче флороглюцин тытăмĕнчи япаласем пур. Çавăн пекех хура упа курăкĕ]] тата шурлăх упа курăкĕ сывлăхшăн хăрушă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.