сӑртсемпе тусем From Wikipedia, the free encyclopedia
Улугуру (акăл. Uluguru Mountains, суахили Milima ya Uluguru) — Танзанири тусем.
Улугуру | |
---|---|
Ту хысакӗ | Восточный рифт[d] |
Ят никӗсӗ | Лугуру[d] |
Патшалӑх | |
Административлӑ-территориллӗ пай | Морогоро[d] |
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 2630 метр |
Медиафайлы на Викиампар |
Улугуру тӑвӗсем 50 километр ытла тӑсӑлаҫҫӗ. Ту хырҫисен чи ҫӳллӗ вырӑнӗ — Кимханду тӑвӗ (2646 м)[1]. Вӗсен таврашӗнче 50 яхӑн ял вырнаҫнӑ, вӗсенче 150 пин ытла ҫын пурӑнать.
Улугуру тӑвӗсем Инди океанӗн ҫыранӗнчен 200 километр анӑҫалла, Танзанин Морогоро провинцин ҫӗрӗсем ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫурҫӗр енче вӗсем Морогоро хулинчен пуҫланаҫҫӗ, кӑнтӑр енче Селус наци паркӗ патӗнче вӗҫленеҫҫӗ. Ку тусенче Багамойо хула патӗнче Инди океанне юхса кӗрекен Руву юханшыв пуҫланать.
Улугуру ту хырҫи вырнаҫнӑ районта шӑрӑх та питӗ нӳрӗ климат, кунта ҫумӑр час-часах ҫӑвать. Улугуру тӑвӗсен хӗвелтухӑҫ енчи тайлӑмӗсенче ҫулсерен 3000 мм таран нӳрӗк ӳкет.
Тусем ҫӑра тропик вӑрманӗсемпе витӗннӗ, Тухӑҫри Африкӑра вӗсем чи ваттисем шутланаҫҫӗ. Кунта сайра тӗл пулакан флорӑпа фауна тӗсӗсем тӗл пулаҫҫӗ. Чӗрчунсен 30 яхӑн тӗсӗ тата ӳсентӑранӑн 200 яхӑн тӗсӗ ҫак тусенче кӑна пур. Сыхлав ӗҫӗсене ирттернине пӑхмасӑр Улугурури реликтлӑ тропик вӑрманӗсене час-часах йӗркене пӑсса касаҫҫӗ, ҫакӑ вара урӑх ниҫта та тӗл пулман ҫутҫанталӑк тавралӑхне сиен кӳрет: кунти тӑпра ҫийӗнет, час-часах тавралӑха шыв илет.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.