Узбексем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Узбе́ксем (узб. ўзбек / oʻzbek / اوزبک, нум. х. ўзбеклар / oʻzbeklar / اوزبکلر) — тĕрĕк чĕлхиллĕ халăх. Узбекистанри кăк халăхĕ пулать, патшалăхри 83—85 % халăх шутланать. Чылай узбек Афганистанăн çурçĕр, Таджикистанри çурçĕр-анăç, çурçĕр, анăç, Казахстанăн кăнтăр, Кăркăсстанăн кăнтăр, Туркменистанăн çурçĕр тата тухăç çĕрĕсенче пурăнать. Ĕçлемешкĕн тата политика енчен килĕшмен мигрантсем Раççейе, АПШ-на, Турцие, Украинăна, ЕП çĕршывĕсене кайса пурăнаççĕ. Тĕне тытни — ытларах суннит-мусульмансем.
Узбексем | |
Тăван ячĕ | ўзбеклар / oʻzbeklar / اوزبکلر |
---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
Пурӗ: 40 млн яхăн ![]() | |
Чĕлхе | узбек, пурăннă çĕршывсенчи чĕлхесем |
Тĕн | суннит енлĕ ислам |
Расă тĕсĕ | Памир-Ферганари европеоид раси; туран/монголоид элеменчĕсемпе хутăш |
Кĕрет | тĕрĕк халăхсесем |
Тăван халăхсем | уйгурсем, халаджи, тата ытти тĕрĕксем |
Узбекистанри пурăнан халăхăн 49 % ытларахăшĕ ялсенче çĕр ĕçĕпе тăрăшса пурăнать[20]. Узбексем йăла йĕркипе ал-ăсти, суту-илӳ ĕçĕпе тăрмашнă. Вăтам Азире чи йышлă этнос пулать.