Тулли уйăх
From Wikipedia, the free encyclopedia
Уйăх тулни е Тулнă Уйăх е Тулли Уйăх(лат. Luna plena, plenilunium) — Хĕвелпе Уйăх эклиптика анлăхĕсен хушши 180° танлашни Уйăх фази шутланать. Çак вара Хĕвел, Çĕр тата Уйăх витĕр касса тунă лаптăк, эклиптика лаптăкĕпе перпендикуларлине пĕлтерет. Виç объекчĕ пурĕ те пĕр йĕр çинче пулсан, Уйăха вупăрлани пулать. Тулнă Уйăхĕн сăнĕ пĕтĕмпех çутатнă çаврашка пек курăнать.