From Wikipedia, the free encyclopedia
Христиансем Иисус Христос çынсене Çĕнĕ Халал килсе панă теççĕ. Туçи ӳкĕт сăмахне хăш чухне Моисей Синай тăвĕ çинче Вунă халал каланин аналогĕ тесе шутлаççĕ.
Христианлăх Портал:Христианлăх | |
Библи | |
Виçпĕрлев | |
Христианлăх кун-çулĕ | |
Христиансен турă сăмахĕ | |
Христианлăх турачĕсем |
Туçи ӳкĕт сăмахне каланă сăрта «Ырăлăх тăвĕ» теççĕ. Галилейĕн çак пайĕнче çӳллĕ тусем çук пулсан та, Галилеч кӳллинчен анăçалла темиçе пысăк сăрт пур. Унсăр пуçне, хăшпĕр ăсчахсен шухăшĕпе, Библире асăннă грексен сăмахне тĕрĕсрех куçарсан «ту евĕрлĕ облаç» е «сăртсем», пулаççĕ.
Ĕлеххи висанти чăнлавĕпе, çакăнта Карней Хиттин тăвĕ (тӳррĕн - «Хиттин мăйраки» пулнă, унăн иккĕ тăрă), вăл Фаворпа Капернаум хушшинчи çул çинче, Тверирен 6 км тенĕ пек анăçалла, вырнаçнă. Висантисем хыççăн çаплах хĕресрестоносцы шутланă, католици энциклопединче вара паянкуна çитиех çак версирен уйрăлман[1]. Грексен православи чăнлавĕнче те çак ту айккине Туçи ӳкĕт сăмахне каланă вырăн теççĕ[2]. Наполеон тапхăрĕнче хăшпĕррисем шутланипе, Ырăлăх тăвĕ — Галилея кӳллин кăнтăр çыранĕнче, Капернаумран кăнтăралла, вырнаçнă Арбель тăвĕ,[3].
XX ĕмĕрĕн варринчен пуçласа, Нахум тăвĕ çинче, Табха çывăхĕнчех, Ырăлăх халалĕсене чысласа католици храмне лартнă хыççăн, çак вырăн ĕнтĕ Ырăлăх тăвĕ ятпа палăрнă. Ту айкки питĕ лайăх акустикăллă амфитеатр шутланать. Паянхи христиан чӳнçӳревçисем тата ахаль курса çӳрекенсем те кунта Ырăлăх тăвĕ тесе килеççĕ.
Ырăллă Августин хăйĕн Туçи ӳкĕт сăмахĕ пирки комментаринче Моисей Синай тăвĕ çине хăпарнă чухне ӳкĕт сăмахне каланипе параллель тупнă. Унăн шучĕпе, çакăн пек символизм Иисус Христос Моисейĕн халалĕсене туса пынине кăтартать.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.