Торнадо
From Wikipedia, the free encyclopedia
Торна́до (исп. tornar — «çавăрас, пĕтĕрес»[1]), тромб (итал. tromba — «пăрăх (мăрье?)»[2]), мезо-ураган, — купаллă-çумăрлă аслатиллĕ пĕлĕтсенче çуралакан атмосфера пулăмĕ, вăл вара аялалла, чылай чухне çĕр çийĕ патне çитичченех, çанă пек аталанать, диаметрĕ — вун-вун е çĕр-çĕр метр[3], çав вăхăтрах шыв çийĕнче çав диаметр 5-30 метр çеç те пулма пултарать, тип çĕр çийĕнче — 1,5—4,2 км патне те çитет.
- Ку ăнлава Торнадо-çавраçил тенипе ан пăтраштарăр
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çавраçил (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Торнадо (пĕлтерĕшсем) пăхăр.