Томск
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
From Wikipedia, the free encyclopedia
Томск — Раççей хули, Томск облаçĕн администрацийĕ вырнаçнă вырăн.
Томск | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Томск облаçĕ |
Никĕсленĕ: | 1604 |
Хула, çултан: | 1782 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 574 (2018) |
Хула лаптăкĕ: | 294,6 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 56°29′19″ ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 84°57′08″ х. т. д. |
Томск хулин чылайăшĕ Томь шывĕн сылтăм хĕрринче вырнаçнă. Хуларан 50 çм Обь шывĕ, Мускава çитме 3,5 пин çухрăм. Томскран çурçер еннелле 12 çухрăмра Северск хупă хула, совет вăхăтĕнче «Томск-7» ятлăскер.
Хула лаптăкĕ — 294,6 çм². 4 пая пайланать: Киров, Совет, Ленин тата Октябрь районĕсем. Историллĕ районсем: Воскресенски сăрчĕ, Шурлăх, Шуркӳл, Анатпа Туçи Елани, Заисточье (Тутар слободи), Кӳлхыç, Каштак, Кирпĕч, Мухин Тĕмески, Хăйăрлăх, Уржатка, Черемошник, Швед сăрчĕ, Юрточ сăрчĕ, Шăтăк. 1970–1980-мĕш çулсенче çитĕнекен ачасем хăйсем хушшинче ытти районсене ят пачĕç: Аул, Заисток, Лондон, Мачта, Пахча, Парис, Техас, Шанхай.
2005 çулта хула çумне Светлый поселокне, Тимирязевски тата Дзержински салисене, Лоскутово, Эушта, Киргизка ялĕсене, Копылово чукун çул чарăнăвне çыпăçтарнă. Унчен Томск хули шутнĕнчи анклав Аэропорт посёлокĕ халĕ Томск районĕн Мирненски ял тăрăхне кĕрет.
Климачĕ вăтам континентлă. Çул вăтам температур: 0,9 °C. Сивĕсĕр тапхăрĕ 100-120 кун пулать. Хĕлĕсем шартлама сивĕ та вăрăм, чи сивĕ палăртнă температура −55 °C (1969 çул, кăрлач). Кăрлачăн вăтам температури: −17,1 °C, утăн вăтам температури: +18,7 °C. Çулта 568 мм чухлĕ нӳрĕк ӳкет.
|
|
1604 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче эушта йăхĕн кнеçĕ Тоян вырăс патши Борис Годунов патне элчисемпе пынă, хăйсене Мускав патшалăх влаç айне илме тата Томь шывĕ çинче кăркăссемпе калмăксенчен хӳтĕленме сыхлав карманне лартма ыйтнă.
1604 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Борис Годунов Сургутри хусах пуçлăхне Гаврила Писемскине тата Тобольскри стрелецсен пуçлăхне Васили Тыркова Томь шывĕ çинче карман тума, тавралăхри халăха Расççей патши пăхăнăвне кĕртме хушса янă.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.