Тесей
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тесей (ав.-грек. Θησεύς, лат. Theseus) — Авалхи грек халаплăхӗн пайташӗ, аттика халапӗсен ярӑмӗн тӗп вырӑнта тӑрать. Пелопид йӑхӗнчи Трезен еликӗ Эфра икӗ арҫынтан харӑс — ҫӗр ҫинчи ҫынран (Афина патши Эгейран) тата турӑран (тинӗс турри Посейдонран) ывӑл ҫуратнӑ. Мӗн ачалӑхран Тесей хӑюлӑхӗпе тата вӑйӗпе уйӑрӑлса тӑнӑ. Ӳссе ҫитсен Тесей, ҫула май чылай усалсен, вӗсен хушинче вӑрӑ-хурах Прокруста тата Минотавра ҫӗнтерсе, Афинана ҫитнӗ.