Тан Турă Амăш турăшĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тан Турă Амăш турăшĕ — Турамăш Христос пепкене аллинче тытса ларнине сăнарлакан турăш, ăна Елеуса (Юмартлăх) мелĕпе çырнă. Турăш икĕ енлĕ, хыçалти енĕнче Турă Амăш Вилнине ÿкернĕ.
Тан Турă Амăш турăшĕ | |
Донская икона Божией Матери | |
уçăлнă вăхăт: | 1382 - 1395 |
---|---|
Турăша çырнă мел: | йывăç хăма, темпера сăррисем, Елеуса (Юмартлăх) |
Управ вырăнĕ: | Патшалăх Третьяков галереи, Мускав |
Уяв кунĕсем | 19 çурла (1 авăн) |
Турăш сăнĕ Викиампарта | |
Халăх сăмахĕпе (Тан мăнастирĕн 1692 çулхи кĕнеки тăрăх), Сиротин хулинчен тан казакĕсем мускав кнеçне, Тан Дмитрийне Куликов çапăçĕвĕ умĕн (1380 çул) парнеленĕ. Вырăс Чиркĕвĕнче асамлă турăш шутланса хисеплĕ вырăн йышăнать. Юлиан календарĕ тăрăх çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче ăна чысласа уявлаççĕ.
Ӳнер тĕпчевçисем турăша 1380—1395-мĕш çулсенче çырнă пулĕ тесе шутлаççĕ, ăна е Феофан Грек, е унăн çывăх таврари ÿнер ăсти хайлама пултарнă теççĕ. Хальхи вăхăтра турăш Патшалăх Третьяков галереинче упранать. Кашни çулах турăша чысласа уявланă кун умĕн ăна Тан мăнастирне уявлă чиркÿ йĕркине ирттерме илсе пыраççĕ.