Танаяклă виçкĕтеслĕх
From Wikipedia, the free encyclopedia
Танаяклă виçкĕтеслĕх — икĕ енĕн тăршшĕсĕм тан виçкĕтеслĕх. Хайхи тан енсене аяксем теççĕ. Виççĕмĕш, тан мар, ене вара никĕс теççĕ. Палăртавпа килĕшÿллен, кашни тĕрĕс виçкĕтеслĕх çав вăхăтрах танаякли те пулса тăрать, анчах та хирĕçле каланăлăх тĕрĕс мар.