Талышсем́ (тал.толыш) — арирен пулса тухнă, кавказăн чылай субстрачĕпе улшăннă халăх[1]Каçпин кăнтăр-анăç çыранĕ патĕнче (Азербайджан Республикин кăнтăр-тухăçĕ тата Иранăн çурçĕр-анăçĕ) Талыш тăвĕ çинче тата ту умĕнче пурăнаççĕ. Тĕнĕпе кăнтăр талышсем — мăсăльман-суннитсем (Накшбандисуфи орденĕ), çурçĕрсем — мăсăльман-шиитсем.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Талыш (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Талышинский Мир Ибрагим-хан — раççей çарпуçĕ, Раççей Император Çарĕн генерал-майорĕ, Кавказ вăрçине хутшăннă.
Исраил Мамедов — талыш юрăçи, Талыш халăхĕн сăвăçи.
Балоглан Ашрафов — азербайджан юрăçи.
Шейх Захид Гилани[2] — Вăтам ĕмĕрсенчи тĕн ĕçченĕ тата халăха çутта кăлараканĕ.
Исмаил Шабанов — «Талыш диаспори» регионри этем пĕрлĕх йĕркелĕвĕн ертӳçи.
Новрузали Мамедов — талыш ăсчахĕ тата этем пĕрлĕхĕн ĕçченĕ, «Толыши сядо» хаçатăн тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ, политикăпа айăпласа тĕрмене хупнă, азербайджан тĕрминче асапласа вĕлернĕ.
Фахраддин Абосзода (Аббасов) — талыш ăсчахĕ тата этем пĕрлĕх ĕçченĕ, «Шавнышт» хаçатăн редакторĕ.
Гилал Мамедов — правохӳтĕлевçи, талыш паллă ĕçченĕ
Атахан Абилов — тĕнче юрисчĕ, правохӳтĕлевçи, талыш паллă ĕçченĕ.
Ширали Муслимов — талыш чабанĕ, 168 çул пурăннă.
Эйвазов Махмуд Багир оглы — Азербайджанри, малтанхи СССР тата тĕнчере халĕ пурăнакансен чи ватă çын.
Паша-заде Гаджи Аллахшукюр — талышсен тĕн йалипе этем пĕрлĕхĕн ĕçченĕ, Кавказ Мăсăльманĕсен Тытăмлăхĕн пуçлăхĕ, 2003 çулта Кавказ мăсăльманĕсен XI съездĕнче пурнăç тăршшипех шейх-уль-ислам ята тивĕçтернĕ.
Фамил Джафаров — талышсен тĕн йалипе этем пĕрлĕхĕн ĕçченĕ, РФ мăсăльман-шиичĕсен чун-чĕмлĕ тытăмлăхĕн ертӳçи.
Тагиев Джавид — азербайджан боксёрĕ, Европа чемпионачĕн парнине тивĕçнĕскер, 2004 çулхи Олимп вăййисене хутшăннă Азербайджан командин пайташĕ.
Çак статьяна тӳрех кăларса пăрахмаллисен шутне кĕртнĕ.
Эхер те эсир çакăнпа килĕшместĕр пулсан, мĕншĕнне Статьяна сӳтсе явни е Википеди:Тӳрех кăларса пăрахмаллисем уйрăмĕнче ăнлантарса парăр, тархасшăн. Енчен те çак страницăна пăрахăçлама уçăмлă сăлтав çук пулсан, е эсир çакна чарасшăн пулсан, çырса пĕлтерĕр.
Wikiwand in your browser!
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.