Тăрă (архитектура)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Çурт витти е тăрри — çуртăн атмосфера çăвăмĕсенчен, çумăр тата ирĕлнĕ юр шывенчен хӳтĕ паракан çӳлти конструкцийĕ. Унăн тепĕр тĕп функцийĕ — çурта ăшă тытмашкăн (ăшă тытмашкан тата вĕриленсе каясран) изоляцилекен хатĕрчĕк[1].
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/c/c2/Very_beautiful_roof_window_of_the_house_with_no._3_on_Cristofor_Columb_street_in_Bucharest_%28Romania%29.jpg/640px-Very_beautiful_roof_window_of_the_house_with_no._3_on_Cristofor_Columb_street_in_Bucharest_%28Romania%29.jpg)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/3/33/Wien%2C_Stephansdom%2C_Blick_vom_S%C3%BCdturm_--_2018_--_3271-3.jpg/640px-Wien%2C_Stephansdom%2C_Blick_vom_S%C3%BCdturm_--_2018_--_3271-3.jpg)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/c/c6/Forbidden_City_Detail_%2811512613856%29.jpg/640px-Forbidden_City_Detail_%2811512613856%29.jpg)
Промăçлăх çурчĕсене те, чартаксăр ҫуртсене те «витĕпе» тăрăлаççĕ. Анлăрах каласан, витĕсен тĕп тĕсĕсем — маччаллисем те, маччасăррисем те, пысăк лаптак тата кăткăс геометриллисем (формипе лаптакрах) те.
Эксплуатациленĕ чухне çурта витĕмĕ хăйĕн йывăрăшĕпе тата вăхăтлă йывăрăшпе (юр витни, çил-тăвăл аякран хĕсни) епле пусарнине шута илмелле.
Атмосферăпа хутшăнакан çӳлти сийне çивитни (е витни çийĕ) темелле. Ăна шыва витĕр яман, нӳрĕке кĕртмен, хими япалăшне, хĕвел радиацине, шартлама сивĕне тата урăх хаярлăха хирĕç тӳсӗмлӗ материалран тăваççĕ.
Çурт тăррине витмеллисем çăмăл пулмалла, нумая пымалла, хатĕрленĕ тата эксплуатациленĕ чухне хаклă пулмалла мар.
Çурт тăррин конструкцине те, çивитес материала та проект тунă чухнех суйласа илеççĕ, ăна çуртăн фасад дизайнĕпе тата çивитти технологийĕпе килĕштерсе тăваççĕ.