![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/b/b7/Melganzenvoet_bloeiwijze_Chenopodium_album.jpg/640px-Melganzenvoet_bloeiwijze_Chenopodium_album.jpg&w=640&q=50)
Суя мăян
From Wikipedia, the free encyclopedia
Суя мăян (лат. Chenopódium) — пĕр çул ÿсекен, икĕ çул ÿсекен, сайра хутра нумай çул ÿсекен курăкла ӳсентăрансен, татах та сайрарах тĕмле, йывăçла ÿсентăрансен речĕ. Вĕсем Амарант йышшисем (Amaranthaceae) шутланаççĕ.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/b/b7/Melganzenvoet_bloeiwijze_Chenopodium_album.jpg/640px-Melganzenvoet_bloeiwijze_Chenopodium_album.jpg)
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
Раççей территорийĕнче 30 тĕс таран шутланать.
Чăваш халăхĕн кулленхи чĕлхинче «мăян» çав тери анлăн усă куракан сăмахсенчен пĕри шутланать. Çав мăхăтрах мăянăн тĕсĕсем те пайтах. Час-часах мăян, суя мăян, шурă мăян, хура мăян, чăваш мăян, вырăс мăян тата урăхла та каланисене илтме пулать. Вĕсене пурне те ботаника тĕлĕшĕнчи специалистсен йĕркене кĕртсе майлаштарас пулать.
Суя мăян тата мăян тенисене илес пулсан вара, кунта ÿсентăрансен генеалоги енчен çывăх, анчах тĕрлĕ таксонсемпе çыхăннă пĕрлĕхĕсем пирки сăмах пырать.
Асăннă ÿсентăрансем пурте тенĕ пекех çумкурăк пулнăран, ахаль хресчене çавнашкал уйрăмлăхсене пĕлни кирлех те мар темелле. Анчах та хăшпĕрисем çиме юрăхлă шутланаççĕ. Вĕсене, çавна кура, çиме юрахсăррисенчен уйăрма пĕлни кирлĕ. Çакă уйрăмах выçлăх çулĕсенче (1921, 1922 тата ытти те) пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.