Суэц каналĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Суэц каналĕ, — 163 çухрăм тăршĕллĕ Синай çурутравĕнчен хĕвеланăç енелле вырнаçнă канал. Канал Египетра Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринчи Порт-Саид тата Хĕрлĕ тинĕс хĕрринчи Суец хулисем хушшинче вырнаçнă. Канал тăрăх Европăпа Ази хушшинчи çула Африка йĕри тавра çаврăнмасăр çыхăнтарать. Канала уçиччен Азипе Европа хушшинчи суту-илӳве ертсе пымашкăн пĕр çыран хĕрринче тавара пушатнă та типçĕр тăрăх тепĕр çыран таран йăтнă.