Сири — Рим провинцийĕ пулнă. Ăна П. эрч. 64 çулта Помпей, Виççĕмĕш Митридат вăрçинче çĕнтернĕ хыççăн, хушнă. Рим йышĕнче, кайран Висантире, çиччĕ ĕмĕр тăршшĕ, 637 çулчен, арапсем çĕнтерсе иличченех, пулнă.
Сири çарĕнче виç легион тăнă, вĕсем пархисен чиккине хӳтĕленĕ. 69 ç. сири çарĕсем Веспасиан çĕнĕ императора майлă тăнă.
II ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа темиçе чыслă сири çынни Рим сенатне кĕнĕ, сăмахран, Тиберий Клавдий Помпеян тата Гай Авидий Кассий. 193 ç. провинцирен Хăвăллă Сири уйрăлать. III ĕмĕрте сирисем Север арăвĕсен император влаçĕ айне кĕреççĕ. 260 - 273 çç. Сири Пальмира патшалăхĕнче.
Диоклетиан реформи хыççăн иккĕ провинцийĕ те Восток диоцез йышне кĕрет[1]. 330 – 350 çç. Хăвăллă Сирин Ефратăн анăç çыранĕнчи тата малтанхи Коммагена облаçĕн çĕрĕсенче Евфрат провинцине (Иераполис тĕп хула) туса хунă. Каярахпа, 415 ç. хыççăн, Хăвăллă Сири Syria I (тĕп хули — Антиохия, тата Syria II (тĕп хули — Апамея-Оронте-çинчи) çине пайланнă.
528 ç. император Юстиниан I иккĕ провинцин территорисенчен çыран хĕрринчи Феодори провинцине туса хурать[1]. Регион Висанти империнче паллă шутланнă. 609 – 628 çç. ăна Сасанидсем ярса илнĕ, кайран император Ираклий I тавăрнă, анчах та тепĕртакран каллех мăсăльмансем 637 çулта Ярмук патĕнчи çапăçу тата Антиохи парăннă хыççăн çĕнтерсе илнĕ.[1]
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.