From Wikipedia, the free encyclopedia
Самофраки Ники (пирĕн эрăччен II ĕмĕр) — 1863 çулхи ака уйăхĕнче Самофраки утравĕ çинче, кабирсен сăваплă вырăнĕнче Франци консулĕ тата археологĕ Шарль Шампуазо тупнă Авалхи Греци Ника хĕрарăм-турăн мрамор ÿнер кÿлепи.
Çав çулах ăна Францине леçнĕ.
Ӳнер кÿлепине - Линдосран (Родос) тухнă Пифокрит ÿнерçĕ ăсталанă.
Ăна çĕнтерÿ хĕрарăм-турă Никана чысласа тата тинĕс çапăçăвĕнче çĕнтернĕ ятпа хайланă. Вăл чăнкă тинĕс хысакĕ çинче тăнă, никĕсне çар карапĕ евĕрлĕ майлаштарнă пулнă. Вăйлă та мăнаçлă Ника малалла чарăнми ыткăса пырать. Çил çинче вĕçекен çÿхе хитонĕ витĕр илемлĕ шăмшакĕ, тĕлĕнмелле пиçĕ те вăйлă ÿчĕ курăнать. Хĕрарăм-турăн шанăçлă утăмĕпе мухтавлă ăмăрткайăк çуначĕсем хаваслă çĕнтерÿ туйăмĕ çуратаççĕ.
Хальхи вăхăтра ÿнер кÿлепи Луврта упранать.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.