Салах ад-Дин
From Wikipedia, the free encyclopedia
Аль-Малик ан-Насир Салах ад-Дунийа ва-д-Дин Абуль-Музаффар Юсуф ибн Айюб — (арап. الملك الناصر أبو المظفر يوسف بن أيوب), вырăс тата анăç йăлипе Саладин пулать (арап. صلاح الدين; 1138, Тикрит - пуш, 4,1193, Дамаск) — Египетпа Сири тата ыт. те султанĕ, çарпуç, XII ĕмĕрти мăсăльман ертÿçи.
Курд халăхĕнчен тухнă. Хăй вăхăтĕнче Египета, Сирине, Ирака, Хиджаза тата Йемена хăй айне тунă Айюбидсен династин никĕслевçи.
Европара ăна, ку унăн ячĕ те мар пулин те, Саладин тесе чĕнеççĕ. Салах ад-Дин — ку лакаб — «ĕненÿ пархатарлăхĕ» пĕлтерĕшлĕ чысласа панă ят.
Унăн чăн ячĕ — Юсуф ибн Айюб (Юсуф, Айюб ывăлĕ).