![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/6/6f/Perdix_perdix_%2528Marek_Szczepanek%2529.jpg/640px-Perdix_perdix_%2528Marek_Szczepanek%2529.jpg&w=640&q=50)
Сăрă хир чăххи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хир чăххи пысăках мар кайăк. Çур килограмма яхăн тайма пултарать. Чăх йышне кĕрет. Вĕтлĕхсенче, çӳллĕ курăк ăшĕнче пурăнать. Çăмартисем (15-20) хăмăртарах сарă тĕслĕ. Хир чăххи вĕсене 3 эрне хушши пуса ларать. Чĕпписем çуллахи кунсем пуçланнă вăхăтра тухаççĕ. Амăшĕ вĕсене тӳрех йăваран илсе тухса каять. Ашшĕ чĕпсене хастар сыхлать. Апачĕ ытларах ӳсентăрантан тăрать. Хĕллехи вăхăтра утă-улăм капанĕсем патне çӳрет. Хĕллехи вăхăтри чи юратнă апачĕ - ырашпа тулă калчи. Ун пек апата шыраса вăл çур метр тарăнăш юр чавма пултарать. Апат сăхнă тата каннă вăхăтра пĕр-икĕ хир чăххи яланах хуралта тăрать. Инкек тухсан тĕрлĕ еннелле чăл-пар саланса пĕтеççĕ. Ăсансем пек юр айĕнче те çĕр каçма пултараççĕ.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/6/6f/Perdix_perdix_%28Marek_Szczepanek%29.jpg/640px-Perdix_perdix_%28Marek_Szczepanek%29.jpg)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/a/ae/Perdix_perdix_MHNT.ZOO.2010.11.5.10.jpg/640px-Perdix_perdix_MHNT.ZOO.2010.11.5.10.jpg)
Пирĕн патăртан вĕçсе каймаççĕ. Пирĕн республикăра вĕсен йышĕ пĕчĕк, нихăш çул та 500 пуçран иртмест. Ку тăшманĕсем нумай пулнăран, çынсем тĕрлĕ ядохимикатсемпе усă курнăран килет.